Николаева Марина Флегентовна
учитель чувашского языка
МБОУ «Цивильская СОШ №1 им. М.В. Силантьева»
Свидетельство о публикации в электронном СМИ: СВ №184005
Наименование конкурса: Всероссийский профессиональный педагогический конкурс «Лучшие педагогические разработки по формированию финансовой грамотности обучающихся», в рамках реализации «Стратегии повышения финансовой грамотности и формирования финансовой культуры до 2030 года»
Наименование конкурсной работы: Использование приемов развития критического мышления на уроках чувашского языка
Итоговая оценка: 2 место,  79 баллов(-а)
Диплом Всероссийского конкурса, бланк: ЕА №184005


Чӑваш чӗлхине вӗреннӗ чухне критикӑлла шухӑшлава аталантармалли мелсемпе тата меслетсемпе усӑ курасси

     Чěлхе ςынсене пěр-пěринпе хутшăнма питě кирлě хатěр. Тăван чěлхен тěрлě ыйтăвěсене ачасем чăваш чěлхи урокěсенче вěренеςςě. Юлашки вăхăтра ачасене интереслентерме, вěсен вěренес туртăмне ÿстерме тěрлěрен мелсем усă куратпăр. Урокра çĕнĕ технологи элеменчĕсем кĕртсе, тĕрлĕ мелсемпе меслетсем усă курсан çеç вĕренекенсене кăсăклантарма, пĕлÿ шайне ÿстерме, çирĕп те тарăн пĕлÿ пама пулать.Ҫавӑн пек технологисенчен пĕри вӑл – критикӑлла шухӑшлав. Критикӑлла шухӑшлав ҫын ӑнлавне, пĕтĕмлетĕвне, шухӑшлавне палӑртать. Шухӑшлав ĕҫĕ урокра виҫĕ тапхӑртан тӑрать:

1) – вызов – кăсăклантарса яни, кунта эпир темăна палăртатпăр, проблемăллă ыйту лартатпăр, çак тема пирки ачасем мĕн пĕлнине ыйтса пĕлетпĕр, вĕсен пĕлес туртăмне «вăрататпăр»; Пĕрремĕш тапхӑрта ача хӑйĕн шухӑшĕсене  йӑнӑшасран хӑрамасӑр калама пултарать, ыттисен шухӑшĕсене итлет.

2) – осмысление – ăнлану е ăнланса илни, текста вуланă май ачасем кăранташпа хăйсене шухăшлаттаракан, кăсăклантаракан вырăнсене паллă туса пыраççĕ;

3) – рефлексия – мĕн пĕлнине каялла илни (пĕтĕмлетни), ачасем мĕн çĕннине пĕлчĕç, автор шухăшĕпе вĕренекенсен шухăшĕ пĕр килчĕ-и, ачасем хăйсен шухăшне ăнлантарса пама, хÿтĕлеме пултармалла.

Урокӑн кашни тапхӑрĕнче эпĕ критикӑллӑ шухӑшлава аталантарма пулӑшакан  уйрӑм мелсемпе усӑ куратӑп. Кӑсӑклантарса янӑ чухне мĕнле меслетсем усӑллӑ? Вĕсем шутне кластер йĕркелесси, «Ансӑр тата анлӑ ыйтусем» таблица, Бум чечекĕ, «Шухӑш карҫинкки», логика вӑчӑри . Акă тĕслĕхрен, 6 класра «Помидор» калавне вуланă чухне «Анлă тата ансăр ыйтусем» таблица меллĕ.

 

«Ансăр» ыйтусем «Анлă» ыйтусем
1.Мĕн вăл помидор? 1.Ӑнлантарса парӑр, мĕншĕн помидор сывлӑхшӑн питĕ сиплĕ ҫимĕҫ?
2. Вăл ăçта ÿсет? 2.Мĕншĕн помидора пирĕн çĕршывра каярах лартма пуçланă?
3.Помидора хăçан лартатпăр? 3.Помидор ҫĕр улминчен мĕнпе уйрӑлса тӑрать?

 

Ку меле урокӑн виҫĕ тапхӑрĕнче те усӑ курма пулать. Урокӑн пуҫламӑшĕнче темӑна вĕренмелли ыйтусем параҫҫĕ, ӑна ӑса хывнӑ чухне вĕренекенсем ыйтусен хуравне пĕлесшĕн. Анлӑ хуравсем шутне ҫивĕч ыйтусем кĕреҫҫĕ. Хуравсене аргументсемпе, ĕнентерӳсемпе тата тĕслĕхсемпе ҫирĕплетсе парас пулать. 

Ӑнлану тапхӑрĕнче те усӑ курмалли мелсем нумай. Вĕсенчен чи анлӑ сарӑлнисем: Венн унки, борт журналĕ е дневник, инсерт-таблица, фишбоун. Эпĕ вара хам ĕҫре час-часах усӑ куракан мелсем ҫырса парасшӑн. Тĕслĕхрен, 8 класра Николай Иванович Ашмарин пурнăçĕпе пултарулăхне вĕреннĕ хыççăн ҫакӑн пек ĕҫсем йĕркелеме юрать.

Графика диктанчĕ

  1. Н.И.Ашмарин вырӑс чĕлхин тĕпчевҫи. —
  2. Н.И.Ашмарин чӑваш чĕлхипе паллашма 13 ҫулта чухне тытӑннӑ. +
  3. Николай Иванович 20 чĕлхе пĕлнĕ. —
  4. Н.И.Ашмарина чӑвашла И.Я.Яковлев вĕрентнĕ. —
  5. Вӑл тĕрĕк чĕлхисене тĕпченĕ. +
  6. Н.И.Ашмарин чӑваш чĕлхипе тĕпчев ĕҫĕсем ҫырнӑ. +
  7. Н.И.Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахĕсен кĕнеки» 14 томпа тухнӑ.-
  8. Н.Ашмарин словарĕ виҫĕ чĕлхепе тухнӑ. +
  9. Паллӑ тĕпчевҫĕ словарь тӑвассишĕн 20 ҫул ĕҫленĕ. –

«Тĕрĕс – тĕрĕс мар» мел

1 Н. И. Ашмарин вырӑс чĕлхин тĕпчевҫи. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
2 Н.И. Ашмарин чӑваш чĕлхипе паллашма 13 ҫулта чухне тытӑннӑ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
3 Николай Иванович 20 чĕлхе пĕлнĕ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
4 Н. И. Ашмарина чӑвашла И.Я.Яковлев вĕрентнĕ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
5 Вӑл тĕрĕк чĕлхисене тĕпченĕ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
6 Н. И. Ашмарин чӑваш чĕлхипе тĕпчев ĕҫĕсем ҫырнӑ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
7 Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахĕсен кĕнеки» 14 томпа тухнӑ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
8 Н. Ашмарин словарĕ виҫĕ чĕлхепе тухнӑ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар
9 Паллӑ тĕпчевҫĕ словарь тӑвассишĕн 20 ҫул ĕҫленĕ. Тĕрĕс Тĕрĕс мар

 

Клоуз-тест 

(Н. И. Ашмарина  асӑнса ҫырнӑ П.Хусанкайӑн «Thesaurus linguae schuvaschorum» сӑвви тӑрӑх)

……….(а), ним вырӑнне хумасӑр,

Пире ………(ӑ) хӑртса виртленӗ чух,

«Час сирӗн ……… (б) те тӗп тӑватпӑр!»

Тесе ………. (в) витернӗ чух,

Вӗреннӗ ………. (г) пур усал вӑя

Мухтавлӑ ырӑ ӗҫӗпе питленӗ:

Чӑваш чӗлхи илемлӗ те ……..(д)–

 Thesaurus linguae tschuvaschоrum, тенӗ.

ҫапла ……… (е) хунӑ латинла вӑл хайӗн

Чӑваш сӑмахӗсен ………. (ё)

Ҫав кӗнеке – ун ……… (ĕ), вайӗ.

Вӑл каҫрӗ пур патшалӑх чиккине.

 Ҫапла ………. ( ж) кӗртнӗ тӗттӗм тӗрмере

Российӑн ҫутӑ ӑсӗсем пире.

Суйламалли сӑмахсем

а) чиновниксем, пуянсем, ҫынсем;

                                                 ӑ) пуҫран, куҫран, хӑлхаран;

                                                 б) пурнӑҫа, чӗлхӗре, киле;

                                                 в) Чӗремӗре, шӑла, урана;

                                            г) вырӑс, чӑваш, тутар;

                                                д) пуян, чухӑн, ҫĕтĕк;

                                                е) ят, хушамат, словарь

ё) кĕнекине, словарьне, тетрадьне

                                                 ĕ) сывлӑхĕ, пурнӑҫĕ, телейĕ

                                                 ж) чун, вӑй, хал

Текста тишкерме меллĕ тепĕр мел вăл –  икĕ енлĕ е виçĕ енлĕ  дневник çырасси.

    Хайлаври сăнарсене сăнласси те çĕнĕлле пулса пырать. Таблицăпа усă курса тишкернĕ сăнарсен характеристикине таблицăпа усă курса тишкерни ачасене тишкерÿ хăнăхăвĕсене вĕрентет, кăсăклантарать, ăша хывма хавхалантарать. Мĕн хыççăн мĕн çырмаллине ачасем пиллĕкмĕш класранах хăнăхса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, 8-мĕш класра Леонид Агаковӑн «Уйрӑлми туссем» калавне тишкерĕ май икĕ сăнарăн танлаштаруллă характеристикине çапла йĕркелеме пулать.

 

Евгени Аркаш
Пĕвĕ Ырхантарах, ҫӳллĕ Лутра, платна
Сӑнĕ-пичĕ Ҫӳҫĕ сарӑ та ҫемҫе, куҫĕ уяр кунхи тӳпе пек кӑвак. Пичĕ ҫиннче пӑч-пач чĕкеҫ шатрисем пур Ҫӳҫĕ те, куҫĕ те хуп-хура
Калаҫӑвĕ Васкамасӑр, мӑн ҫын пек шухӑшласа, сӑмахсене татса калаҫать Питĕ хӑвӑрт калаҫать, часах вĕриленсе каять
Кӑмӑлĕ Ҫемҫе Ҫивĕч, лара-тӑра пĕлменскер
Вĕренӳре Тӑрӑшса, лайӑх вĕренет Тӑрӑшса, лайӑх вĕренет
Интересĕ Математикӑпа вӑйлӑ Литературӑпа, историпе пултарать

 

Урокӑн юлашки тапхӑрĕнче пĕтĕмлетӳ тума Блум чечекĕ, синквейн, «Ултӑ шлепке» вӑйӑ, эссе ҫырни, «Попс-формула» мелсем аван пулӑшаҫҫĕ. Тĕслĕхрен, 6 класра «Помидор» текста тишкернĕ хыҫҫӑн йĕркеленĕ синкэйнпа эссе.

Синквэйн+эссе

                            Япала ячĕ:                         Помидор

                           2 паллă ячĕ:                  тутлă, усăллă

                           3 глагол:                 ÿснĕ, пиçнĕ, сипленĕ

                           Предложени:       Ҫынсем помидора тӑварлаҫҫĕ, чĕрĕлле ҫиеҫҫĕ

                            Пĕтĕмлетÿ сăмахĕ:          пахча çимĕç

Эссе

         Помидора эпир ҫу уйăхĕнче лартатпăр. Вăл тутлă та усăллă пахча çимĕç. Помидор сывлӑхшӑн питĕ сиплĕ ҫимĕҫ. Пирĕн килте ӑна тӑварлаҫҫĕ, чĕрĕлле ҫиеҫҫĕ,  салатсем тӑваҫҫĕ. Вăл ӑшша юратакан пахча çимĕç.

 

Попс-формула

 

П — позиция «Я считаю, что…                                                    Шухӑш: Ман шутпа…

О — обьяснение «Потому что…                                                   Ӑнлантару: Мĕншĕн тесен…

П — пример «Я могу доказать на примере…                            Тĕслĕх: Тĕслĕхрен,…

С — сдедствие/суждение «Я делаю вывод о том, что…            Пĕтĕмлетӳ: Ҫавӑнпа та…

Мĕнле усӑ курмалла?

Вĕрентекен ыйту парать. Ачасем хӑйсен хуравĕсене ҫак формулӑпа усӑ курса хатĕрлеҫҫĕ. Ҫак предложенисене усӑ кураҫҫĕ.

Кам вӑл Н.И.Ашмарин?

Шухӑш: Ман шутпа, Николай Иванович чӑваш чĕлхин тĕпчевҫи

Ӑнлантару: Мĕншĕн тесен вӑл чӑваш чĕлхипе ытти тĕрĕк чĕлхисенчи сӑмахсене тарӑннӑн тишкерсе тухнӑ

Тĕслĕх: Тĕслĕхрен, …

Пĕтĕмлетӳ: Ҫавӑнпа та Н.И.Ашмарин – паллӑ тюрколог

      Критикăллă шухăшлав технологин ăслайĕсемпе усă курни урока кăсăклăрах ирттерме, пуянрах содержаниллĕ  тума пулăшать. Кун йышши уроксем шырав мелĕсемпе йĕркеленеççĕ. Ку технологи ачасене хăй тĕллĕн ĕçлеме вĕрентет тата вĕсен пултарулăх шайне, хастарлăхĕпе пуçарулăхне  ӳстерет. Критикăллă шухăшлакан ума тухса тăнă çивĕч ыйтусене татса пама пĕлет;  хăйне хăй тĕрĕслесех тăрать тата ыттисен шухăшĕсене те пуçа хывать; проблемăсене татса парас тĕллевпе ушкăн пухса пĕрле ĕçлеме, ĕçе планлама,  ыттисене итлеме пĕлет; проблемăсене тĕрлĕ енчен пăхать, вĕсене сӳтсе явмалли темиçе çул-йĕре пăхса тухма ӳркенмест. Вăл час-часах хăй умне «Капла тусан мĕнлерех пулать?» ыйту кăларса тăратать, логикăллă тата çыхăнуллă пĕтĕмлетӳсем тума пĕлет.

Использование приемов развития критического мышления на уроках чувашского языка

Следите за новостями в соцсетях

Вконтакте MAX Телеграм Одноклассники

А также подписывайтесь на канал Научно-образовательный вестник «Pedproject.Moscow» в MAX